Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Килсемӗр, тусӑмсем, чӑвашлӑх тӗнчине... (Юхма Мишши)

Чӑваш асаттесем утса тухнӑ ҫулпа
Ӗмӗтӗмре утатӑп та утатӑп.
Чӑваш асаннесем юрланӑ юрӑпа
Ҫӗнӗ тӗнче уҫса эп иртнине куратӑп.

Алтай, Кавказ, Шуратӑл та Чулман
Чӑвашлӑха курса юлташ пек саламланӑ.
Шур Хӑнакур, Пӑлхар, Сӑвар та Варачан
Чӑвашлӑх тӗнчине ҫупӑрласа упранӑ.

Метте, Купрат, Алмас та Ылтӑнпик
Чӑвашсене пуласлӑха кӑтартнӑ.
Пин-пин чӑвашӑн ячӗ ҫӑлтӑр пек
Тӗттӗмлӗхре пире чӑн-тӗрӗс ҫул кӑтартнӑ.

Юлашкинчен чӑваш асаттесем
Ҫак вырӑна ҫитсе тепре ҫурт лартнӑ.
Ҫӗнӗ тавралӑха савса асаннесем
Ӑна Чӑвашстан тесе ят панӑ.

Чӑвашлӑха упратпӑр юратса,
Тус-йыш тесе кӳрше савса калатпӑр.
Хӑна пухмашкӑн тарават пулса,
Таҫти-таҫти ҫӗре йыхрав яратпӑр.

Килсемӑр, тусӑмсем, чӑвашлӑх тӗнчине,
Манпа пӗрле чӑвашлӑха юратӑр.
Ҫак юрату упратӑр ҫынсене,
Юлташлӑх, туслӑх, килӗшӳ упратӑр...

Чӑваш асаттесем утса тухнӑ ҫулпа
Эпир пӗрле утатпӑр та утатпӑр.
Чӑваш асаннесем юрланӑ юрӑпа
Ҫӗнӗ тӗнче уҫса, пуласлӑха куратпӑр



 
Категорисем: Юхма Мишши сӑввисем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-23 22:33:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2521 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем